12+  Свидетельство СМИ ЭЛ № ФС 77 - 70917
Лицензия на образовательную деятельность №0001058
Пользовательское соглашение     Контактная и правовая информация
 
Педагогическое сообщество
УРОК.РФУРОК
 
Материал опубликовал
Павлова Светлана Александровна23
0

Статья «Чăвашсен пултаруллă çыннисем»

Тимухха Хĕветĕрĕн пултарулăхĕн тĕп енĕсем

Тăван республикăри чĕлхе ăслăлăхĕпе тĕпчев ĕçĕсене пуçарса яракансенчен пĕри - паллă педагог, методист, орфографипе пунктуаци правилисен чи малтанхи авторĕ, чăваш чĕлхин чăн-чăн тĕпчевçи Тимухха Хĕветĕрĕ.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл Хапăсри пуçламăш шкула килет. Кунта 1915-1918 çулсенче вăй хурать, хăйĕн пулас кĕнекисем валли материалсем пухать, тĕпчев ĕçĕсем çырма тытăнать. Вăл вырăс чĕлхине чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли меслетсем шырать, тĕпчет, сăнать. 1918 çулта Хусанта «Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков по русскому языку в иногородческих училищах» ятлă кĕнеке кăларать. Çав çулах Хусанта тухакан «Канаш» хаçат редакцийĕ унăн «Чăвашла тĕрĕс çырмалли правилăсем» брошюрине пичетлет. Брошюра тăван чĕлхен орфографипе пунктуацине йĕркелес тĕлĕшпе çырнă чи малтанхи ĕç тесен те йанăш пулмасть.

1919-1921 çулсенче вăл Вăрнарти педтехникумра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, тăван чĕлхене тĕпчес ĕçе малалла тăснă. Кунтах çырма пуçланă «Чăваш чĕлхин грамматики» кĕнекине 1924 çулта Шупашкарта пичетлесе кăларнă. Ку кĕнеке чăваш чĕлхи çинчен чăвашла çырнă пирвайхи пысăк тĕпчев ĕçĕ пулнă. Унта тăван чĕлхе çинчен ĕненмелле çутатса панă пĕтĕмлетÿсемпе пĕрлех шухăшлаттаракан, малалла тĕпчеме хистекен вырăнсем те нумай. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын çав çулсенчех вĕрентÿ пособийĕсемпе илемлĕ литература хайлавĕсене вырăсларан чăвашла куçаракан комиссире те ĕçлет, хăй те вырăс çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарать.

Паллă тĕпчевçĕ кĕнеке хыççăн кĕнеке çырать. Чăваш чĕлхин грамматики чăвашла тухсан унăн синтаксисне те тăван чĕлхепе пичетлет. Чăваш чĕлхипе кăсăкланакансен шучĕ çулран çул ÿссе пырать, çакна шута илсе 1928 çулта çÿлерех асăннă икĕ ĕçе пĕрлештерсе уйрăм кĕнеке кăларать.

Аспирантурăран таврăнсан унăн 1930 çулта харăсах икĕ кĕнеке тухать. Пĕри - «Материалы пo преподаванию русской грамматики в нацменских школах», тепри - «Чăваш чĕлхине вĕрентмелли меттотĕк кĕнеки». Вăл вăхăтра шкулсенче ятарласа учитель профессине алла илнĕ çынсем питĕ сахал ĕçленĕ. Чылай чухне кам вулама-çырма пĕлнĕ, вăл учитель пулса тăнă. Вĕсем чĕлхе теорийĕпе методикине пачах пĕлмен тесен те йăнăш пулмĕ. Шăпах çакăн пек вĕрентекенсем валли кирлĕ пулнă та çак кĕнеке. Çак пособи икĕ пайран тăнă, кÿртĕм тата чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика пайĕнчен. Ӑста методист тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух тĕл пулакан чăрмавсене тишкернĕ, вĕсене сирмелли майсене кăтартнă. Малалла вăл шкулăн çамрăк ăруран ĕçе юратакан, ĕçлеме пĕлекен тата пултаракан вăйлă, сывлăхлă, ăс-тăнлă çынсем çитĕнтермеллине палăртать. Шкул тĕллевĕсем паян кун та çавăн пекех.

Аспирантура хыççăн Тимухха Хветĕрне ЧНИИ-ĕн чĕлхен уйрăмĕн заведующийĕ, кайран директор çумĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ. 1930-1934 çулсенче педагогикăпа ял-хуçалăх институчĕсенче доцент шайĕнче чăваш чĕлхин лекцийĕсене вуланă. Ку çулсенчех Т.М. Матвеевпа пĕрле 5-7 классем валли тăван чĕлхе вĕренÿ кĕнекине çырнă. Ку вĕренÿ кĕнекине кайран пиллĕк хут çĕнĕрен пичетлесе кăларнă [86].

Наци библиотекин ĕçченĕсем çапла çырни пур: «Автор более 30 книг и брошюр, в т. ч. нескольких учебников родного языка (в соавт. с Т. М. Матвеевым), методических пособий. Основные издания: «Чăваш чĕлхийĕн грамматики. Фонетика. Морфологи» (Грамматика чувашского языка. Фонетика. Морфология), «Основы чувашского синтаксиса», «Пунктуация письма», «Чăвашла çырасси» (Чувашское письмо) и др.» [79].

Талантлӑ тĕпчевҫĕ 30 кĕнекепе брошюра ҫырса хӑварнӑ. Тимухха Хĕветĕрĕн паха та хаклӑ ĕҫĕсем Патшалӑх пичет архивĕнче тирпейлĕн упранаҫҫĕ [16, 4 с.].

Çапла вара, тĕпчевҫĕ тӑван халӑха чĕререн юратнӑ, ӑна ҫĕнĕ пурнӑҫ тума, культурине аталантарма хӑйĕн вӑйне, пурнӑҫне шеллемесĕр тӑрӑшнӑ, чĕлхе ыйтӑвĕпе нумай ĕҫсем тунӑ. Унӑн ĕҫĕсемпе паллашни вӑл пултаруллӑ та ывӑна пĕлми ӑсчах пулнине кӑтартса парать. Хӑйĕн ĕҫĕсенче вӑл чĕлхен пĕр-пĕр енне тĕпченипе кӑна ҫырлахман, унӑн пур енĕсене те ҫутатса пама тӑрӑшнӑ. Вăл чĕлхеçĕ, меслетçĕ, куçаруçă, çыравçă, учебниксемпе вĕренÿ кĕнекисен авторĕ пулнă.

Опубликовано


Комментарии (0)

Чтобы написать комментарий необходимо авторизоваться.