Общешкольное мероприятие «Çăварни уявĕ»

7
0
Материал опубликован 2 January в группе

Çăварни уявĕ

Тĕллевсем:

Çăварни çуркуннене кĕтсе илекен уяв пулнине кăтартасси, авалхи йăласен лайăх енĕсене кăтартса парасси, вĕсене упраса хăварасси.

Ачасемпе çамрăксем тата аслă ăрури çынсем хушшинчи çыхăну çирĕп пулнине туйтарасси.

Уяв сăвви-юрри, вăййисем урлă ачасене илемлĕ сăнарсемпе паллаштарасси, хитрене курма вĕрентесси.


 

Уява уçни.

(Уява уçакансем, сăвă калакан ачасем тăвайкки тăрринче тăраççĕ. Катемпие çунашка çине тăратнă, кĕпе, саппун тăхăнтартнă, тутăр çыхтарнă. Тăвайккине шарсемпе, пĕчĕк ялавсемпе илемлетнĕ)

t1704215252aa.jpg

Хĕр: Хаклă тăвансем!

Каччă: Асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем!

Хĕр: Аттесем, аннесем! Шăллăмсемпе йăмăксем!

Каччă: Курма килнĕ аякри хăнасем!

Хĕр: Паян эпир сирĕнпе çăварни уявне пуçтарăнтăмăр. Ку йăла-йĕркене пирĕн асатте-асаннесем мĕн ĕлĕкрен тытса пынă. Ĕлĕк хĕрсемпе каччăсем Çĕн çул уявне ирттерсенех çăварнине хатĕрленме пуçланă. Хĕрсем çăварни чупма çĕнĕ кĕпе, çĕнĕ тутăр, çĕнĕ кĕрĕк хатĕрлеме тăрăшнă.

Каччă: Каччăсем вара лашисене сĕлĕ çитерсе маттурлатнă, çунисене тирпейленĕ.

Хĕр: Çăварни эрнин малтанхи вырсарникунне „аслă çăварни”, юлашки вырсарникунне „кĕçĕн çăварни” тенĕ.

Каччă: Çăварни уявне чи малтан ачасем пуçланă. Чи малтан тăвайккинчен ярăнса анакан ачана „шыв çулĕ уçакан” тенĕ.

Çăварни сăввисем калани.

(Ачасем тăвайккинче тăраççĕ)

1 ача: Çăварни, çăварни!

Паян аслă çăварни.

Пурте килĕр уява

Сивĕ хĕле ăсатма,

Çуркуннепе савăнма.

t1704215252ab.jpg

2 ача: Ватти-вĕтти савăнать,

Пĕтĕм чиртен сывалать.

Юрлар, ташлар, йăл кулар,

Çуркуннене саламлар.

3 ача: Паян пирĕн уявра

Пĕтĕм халăх хăнара.

Тăвайккинчен ярăнар,

Икерчине тутанар,

Тĕрлĕ вăйăсем выляр,

Çăварнине ăсатар.

4 ача: Килен-киле хĕр-упраç

Каллĕ-маллĕ чупкалаç.

Çăварни сăри хатĕр-и?

Улах парни патăр-и?

Çăварни çитрĕ çаврăнса,

Хĕрсем тухрĕç çавтăнса.

5 ача: Кăсăясем чи-чи-чи,

Яш-кĕрĕмĕн катаччи.

Эй, çăварни, çăварни,

Çăвар карса килтĕн-и?

Çăварлăхланă тур лашин

Çăварни çуни лайăх-и?

6 ача: Çăварни карчăк ăшталанса

Йăва-икерч ăшалать.

Çăварни ачи тăм алапа

Тăрмашăнсах ярăнать.

7 ача: Çăварни çитрĕ çу çитрĕ!

Картлă-картлă пашалу,

Карчĕ тăрăх çу юхать,

Т-у-у-т, тро-то-то!

8 ача: И-и, çăварни, çăварни!

Çăвар тулли икерчи,

Кĕсье тулли кулачи,

Эрне хушши катаччи.

9 ача: Çăварни, çăварни,

Çăварни килет, куртăр-и?

Çуркунне çитет, сисрĕр-и?

Хирĕç тухса илтĕр-и?

10 ача: Çитрĕ-çитрĕ çăварни,

Кĕçех çитĕ çу эрни.

Эй, яш-кĕрĕм, ачапча,

Чупса юлăр катаччи!

11 ача: Çунаçăм, çунаçăм, ай, çулçă пек,

Çăварни иртиччен савăнса юл.

Çулăмсăр çунакан, ай, чечек пек,

Çăварни иртиччен савăнса юл.

Тантăшсем, тантăшсем, ай, пике пек,

Çăварни иртиччен савăнса юл.

Чĕлхи-çăварĕсем, ай, сар çу пек,

Çăварни иртиччен савăнса юл.

12 ача: Ачасем! Тăвансем! Васкăр, килĕр!

Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ!

Çерçи ури хуçмалли вăхăт çитрĕ!

Çăварни, çăварни, çăварни карса кил!

Кап-кап икерчĕ хып!

(Кăвакарчăн макетне çÿлелле çĕклет)

Кăвакарчăн вĕçет, çуркуннене кĕтет!

Атьăр, çăварнине кĕтсе илер!

Çуркунне, кил!

Çуркунне, кил!

13 ача: Шăнкăр-шăнкăр йĕс шăнкăрав,

Шăнкрав сасси ял çинче.

Çак çăварни çитсессĕн

Сар хĕр сасси ял çинче.

14 ача: Катаччи, катаччи!

Катаччи çитрĕ, çу çитрĕ.

Катаччи тăвĕ турăмăр,

Мамăк шывĕ сапрăмăр,

Хăрах тупанне катрăмăр.

Картлă-картлă пашалу,

Карчĕ тăрăх çу юхать.

Хурăн тăрри хумханать,

Хура халăх пуçтарăнать.

Катаччи, катаччи!

 

Тăвайкки уçни.

(Ачасем тăвайккинче)

15 ача: Ку çулта кантăрпа йĕтĕн вăрăм çитĕнтĕр!

Кантăрĕ тулли пултăр!

Йĕтĕнĕ вăрăм пултăр! (Тăвайкки çине кантăр сапать те çунашкапа ярăнса анать)

16 ача: Ана-çарана шыв ан илтĕр!

(Йывăç алтăрпа тăвайкки çине шыв сапать те çунашкапа ярăнса анать).

17 ача: (Тăвайкки çине улăм сапалать).

Тырри-пулли ăнса пултăр!

Хăмăлĕ хăмăш пек пултăр!

Тăрри чакак пек пултăр!

Пĕрчи пăрçа пек пултăр!

Тĕшши тутлăхлă пултăр! (Çунашкапа ярăнса анать).

18 ача: Йу-у, кайтăр, чÿ-ÿ кайтăр,

Çырма урлă каçсах кайтăр,

Йĕтĕн-кантăр вăрăм пултăр,

Çерçи ури шарт хуçăлтăр,

Çие-пуçа çĕнĕ кĕпе пултăр,

Кĕпи пĕттĕр, пуçĕ юлтăр! (Çунашкапа ярăнса анать).

19 ача: Катаччи те катаччи,

Сарă хĕрпе сар ачи.

Аван çуна тупрăмăр,

Тăвайккине тухрăмăр.

20 ача: Пирĕн çуна çуна пек,

Мăн шыв çинчи кимĕ пек.

Пĕрле ларса ярăнма

Пирĕн хĕрсем майра пек.

21 ача: Пирĕн çуни хуçмалла,

Хуçсан иккĕн лармалла,

Чăссан улттăн лармалла,

Виçĕ мăшăр чупмалла.

22 ача: Турта тулли тур лаша,

Турти тăрăх тар юхать,

Тупань тăрăх шыв юхать,

Çăварни иртет, чун юлать.

Пурте пĕрле: И-и-и, çăварни, çăварни!

 

(Ачасем пурте пĕр-пĕрин хыççăн çунашкасемпе ярăнса анаççĕ).

t1704215252ac.jpg

Уяв концерчĕ.

(Концерта шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕсем хутшăнаççĕ).

t1704215252ad.jpg

 

Чăваш халăх вăййисем.

 

1. Михĕсемпе чупасси.

2. Канат туртасси.

3. „Автансен çапăçăвĕ”(Михĕсене çурри таран улăм чышнă. Вылякансем çÿллĕ вырăнта тăраççĕ, пĕр-пĕрне михĕсемпе çапаççĕ, тытăнса юлаканĕ çĕнтерет).

4. Пĕчĕк калибрлă винтовкăран пересси.

5. Юпа çине хăпарса парне илесси.

t1704215252ae.jpg

 

 

t1704215252af.jpg

 

 

 

Катаччи чупасси.

(Вăйăсем вылянă вăхăтра. Уява 2-3 лаша хутшăнать. Лашисене тутăрсемпе, лентăсемпе илемлетнĕ, шăнкăравсем çакнă.)

t1704215252ag.jpg

Чейпе, икерчĕпе хăналасси.

(Вăйăсем вылянă, катаччи чупнă вăхăтрах)

 

Уява вĕçлени.

Катемпие çунтарса яни.

(Катемпие ачасем тăвайккинчен ярăнтарса антарса яраççĕ. Чĕртсе çунтарма тытăнаççĕ. Çунса пĕтме пуçласан кăвайт урлă сикеççĕ. Хăйсем пурте: „Чир-чĕр кайтăр, пĕтĕм начарри кайтăр!” – тесе кăшкăраççĕ. Кĕлпук мучипе кинемей кĕреççĕ. Сăхман-кĕрĕк тăхăннă. Мучи сухаллă, аллинче чăпăркка. Кинеми пысăк тутăрпа, аллинче туя)

t1704215252ah.jpg

Кĕлпук мучи: Чир-чĕр кайтăр!

Сывлăх пултăр!

Турă-пÿлĕх тивлетне патăр!

Ял карти тĕреклĕ пултăр!

Эпĕ те паян çăварни ватти пулса пĕрре тăвайккинчен ярăнса антăм вĕт, ваçка! (Сăмаххисене каланă май çынсене чăпăрккипе çапать, чир-чĕре хăвалать.)

 

Кинеми: Çăварни карчăкки пулса паян пĕрре пăрçа-шăркасене вĕçтерсе антăм вĕт, иçмасса! Атя, турри патăр ĕнтĕ тепĕр çăварниччен ырлăх-сывлăхпа пурăнма! (Юрă янăрать)

 

 

в формате Microsoft Word (.doc / .docx)
Комментарии
Комментариев пока нет.

Похожие публикации