Внеклассное мероприятие на тему «Широкая Масленица у чувашей»
Çăварниçĕм, çăварни!
( Чăваш Республикин Элĕк районĕн шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă учрежденийĕн «Тавăтри 3-мĕш номерлĕ «Пучах» ача сачĕн воспитателĕ Алина Геннадьевна Комиссарова хатĕрленĕ уяв сценарийĕ)
Ку материалпа воспитательсем, воспитани парса уяв йĕркелес енпе ĕçлекен педагогсем, аслă ушкăнри 5-7 çулхи ачасемпе уяв ирттернĕ чухне усǎ курма пултараççĕ.
Тĕллевĕсем:
1. Ачасене чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарасси, вĕсен тавракурăмне, пуплевне аталантарасси.
2. Халăх юрри-ташшин, вăййи-куллин илемлĕхне туйма хăнăхтарасси.
3. Ачасене туслă, пĕрле пулма вĕрентесси.
Уяв юхăмĕ
Ертсе пыракан:
Савăнаççĕ чĕрчунсем
Хĕпĕртеççĕ кайăксем
Çÿл тÿпе хĕвеллĕ
Ачасем телейлĕ
Тухăр пурте урама
Çунашкапа ярăнма
Çăварнире савăнма!
Ертсе пыракан: Ачасем, калăр-ха тархасшăн, çак сăвăри сăмахсем çулталăкăн хăш вăхăтне палăртаççĕ-ши?
Ачасем: Хĕллене(пĕрисем),çуркуннене(теприсем)
Ертсе пыракан: Эсир калани иккĕшĕ те тĕрĕс. Православи календарĕ тăрăх халĕ Çăварни эрни пырать. Çак вăхăт хĕллехи уйăха та, çуркуннехи уйăха та кĕме пултарать. Пĕрремĕш кунĕ, аслă Çăварни, вырсарни кун пуçланчĕ. Тепĕр вырсарни кун кĕçĕн Çăварнипе уяв эрни вĕçленет. Мĕн авалтанах çак кунсем ваттисемшĕн те, çамрăксемпе ачасемшĕн те хаваслă, шавлă вăхăт. Шăнкăрав çакнă лашасемпе капăрлатнă çунасем, тăвайккинчи çунашкаллă ачасем, вăйă-кулă, юрă-ташă… Çаксем пурте Çăварни эрни паллисем. Çăварни эрнинче эпир сивĕ хĕле ăсататпăр, ăшă та илемлĕ çуркуннене вара кĕтсе илетпĕр. Паян та эпир Çăварние чыслама пуçтарăнтăмăр çакăнта. Çăварни эрнине хисеплесе юрă юрлăпăр пĕрле.(юрă «Как на масленой неделе»)
Ертсе пыракан: Халĕ сире пурне те Çăварни уявĕн пăравусĕ çине ларма сĕнетĕп.(Ачасем пĕр-пĕрин хыççан тăраççĕ, пилĕксенчен тытса пăравус йĕркелеççĕ, сăвă каласа малалла çавракапа утаççĕ)
Каять, каять пăравус
Тĕлĕнтермĕш пăравус,
Урапасăр, тăрпасăр. Стоп!
1-мĕш чарăну: «Хлоп, топ» ятлă(пурте чарăнаççĕ, алă çупаççĕ, ура тапаççĕ)
«Пăравус» малалла тапранать.
Каять, каять пăравус
Тĕлĕнтермĕш пăравус,
Урапасăр, тăрпасăр. Стоп!
2-мĕш чарăну: «Çăварни сăввисем» ятлă( ачасем сăвăсем калаççĕ)
1-мĕш ача:
Сăрт çине хăпартăмăр,
Çăварнине чĕнтĕмĕр.
Утас çулне икерч сартăмăр,
Сарă çупа сĕртĕмĕр.
2-мĕш ача:
Çăварни, çăварни!
Çăвар туллии икерчĕ,
Кĕсъе тулли кулачи,
Эрне хушши катаччи!
3-мĕш ача:
Икерч çисе савăннă
Кулач çисе тăраннă.
Каччăсем катаччи чупаççĕ,
Ачасем çунашкапа ярăнаççĕ.
4-мĕш ача:
Çăварнире савăнса
Эпир юрă юрлатпăр,
Вăйăсем те вылятпăр.
(«Пăравус» малалла тапранать)
Каять, каять пăравус
Тĕлĕнтермĕш пăравус,
Урапасăр, тăрпасăр. Стоп!
3-мĕш чарăну: «Юр юрлар-и савăнса» ятлă(юрă «Çулталăкран килен пĕр çăварни»)
«Пăравус» малалла тапранать:
Каять, каять пăравус
Тĕлĕнтермĕш пăравус,
Урапасăр, тăрпасăр. Стоп!
4-мĕш чарăну: «Йăл кулăпа çиçетпĕр» ятлă(хĕрачасем «Хи-хи», арçын ачасем «Ха-ха» сасăпа пĕр-пĕринпе ăмăртмалла харăссăн кулаççĕ)
«Пăравус» малалла тапранать:
Каять, каять пăравус
Тĕлĕнтермĕш пăравус,
Урапасăр, тăрпасăр. Стоп!
5-мĕш чарăну: «Атя, ташша яра пар»(музыкă ертÿçи уяв валли хатĕрленĕ ташă)
«Пăравус» малалла тапранать:
Каять, каять пăравус
Тĕлĕнтермĕш пăравус,
Урапасăр, тăрпасăр. Стоп!
6-мĕш чарăну: «Уявра, вăйăра» ятлă(вăйă «Алсиш пăрахмалла». Ачасем çавракара, çаврака хыçĕпе суйланă ача утать, сăвă каласа пĕтерсен пĕр ачи хыçне алсиш пăрахса хăварать. Ачасем ик еннелле чупаççĕ. Кам хăвăртрах алсиш патне чупса çитет, çавă малалла ертÿçĕ пулать)
Эп утатăп хурланса
Хама юлташ шыраса.
Утсан-утсан чупатăп
Алсиш пăрахса хăваратăп.
«Пăравус» малалла тапранать:
Каять, каять пăравус
Тĕлĕнтермĕш пăравус,
Урапасăр, тăрпасăр. Стоп!
7-мĕш чарăну: «Тавлашу- тупăшу ятлă» Ачасем кам кампа тавлашать вара кунта?( «Хĕлле" кĕрет ):
Хĕлле: Сывă-и ачасем, сар хĕрсемпе каччăсем? Уявра савăнатăр апла? Мĕншĕн-ха мансăрах? Япăх-им сире хĕлле. Катаччи кам ярăнтарĕ эп пулмасан?
Ертÿçĕ: Ан çиллен Хĕлле! Сана эпир питĕ юрататпăр. Ак часах урама тухăпăр та çунашкасемпе ярăнăпăр.
Хĕлле: Пĕлетĕп-ха, пĕлетĕп эсир мĕнле уяв уявланине. Çăварни эрни халĕ. Анчах эпĕ кайман-ха. Çавăнпа сирĕнпе пĕрле савăнасшăн. Эп мĕн каланине тумасан сирĕн патран нихăçан та каймастăп. Çăварни эрнинче мĕнле апат- çимĕç сĕтел çинчен татăлмасть?
Ачасем: Икерчĕ вăл икерчĕ.
Хĕлле: Икерчĕ çинчен юрласа парăр-ха мана(юрă «Ой, блины, блины, блины,вы блиночки мои»)
Хĕлле: Маттур! Халĕ вара манăн каруселпе ярăнас килет.Пултараятăр-и-ха çакна тума?
Ачасем: Пултаратпăр, пултаратпăр! Лар пирĕн карусель çине.
И карусель, карусель
Кăлтăрмач пек çаврăнать
Алла-аллăн тытăнар та
Кăлтăрмач пек çаврăнар( ункă çине çыхса тухнă лентă вĕçĕсенчен тытса ачасем музыкă çеммипе çаврăнаççĕ)
Хĕлле: Тата мĕн тутарам-ши сире? Пĕлтĕм , пĕлтĕм. Тупмалли юмахсем паратăп , пĕлеймесĕн ан айăплăр вара мана.
Хĕлле те , çулла та пĕр тĕслĕ тумпа ларать. Мĕнле йывăç вăл?(Чăрăш)
Сар ачи килет- сар хĕр пытанать, сар хĕрĕ килет- сар ачи пытанать.( Уйăхпа хĕвел)
Пĕр пичче хĕлле канать, тепĕр пичче çулла канать(Урапапа çуна)
Хĕлле: Ну, ачасем, пултаруллă эсир. Кĕрĕксемпе калпаксене хывма вăхăт çитсе пырать иккен сирĕн. Савăнăр малалла, Çăварнине чысласа! Çапах та урамра кĕтетĕп вара сире. Сывă пулăр!
Ертÿçĕ: Чипер кай Хĕлле. Урамра тĕл пуличчен. Ачасем ,эпир вара сирĕнпе чи çивĕч икерчĕ суйлăпăр та вăйă выльăпăр( вăйă «Икерчĕлле». Ачасем шут сăвви каласа «икерчĕ» тата вăйă ертÿçине суйлаççĕ):
Анне икерчĕ пĕçерет.
Пĕр икерчи çухалать,
Кам вăрланă- çав тухать ( ачасем çавракара, суйланă «икерчĕ» варринче, вăйă ертÿçи çаврака тулашĕнче)
Вăйă ертÿçи:
-Матрюне аппа ăçта кайнă пуль
Ачасем:
-Икерчĕ пĕçерме кайнă пуль, кайнă пуль?
Вăйă ертÿçи:
-Ун икерчи мĕнле-ши. Мĕнле-ши?
Ачасем: Ак çапла çÿллĕ пуль,çÿллĕ пуль.
Ак çапла лутра пуль, лутра пуль.
Ак çапла сарчăк пуль, сарчăк пуль.
Ак çапла пĕрĕнчĕк пуль, пĕрĕнчĕк пуль.( юлашки сăмахсемпе варринчи «икерчĕ» чупма пуçлать, вăйă ертÿçин ăна тытмалла. Тытнă «икерчĕ» вăйă ертÿçи пулать, «икерчĕне» вара çĕнĕрен суйлаççĕ)
Ертÿçĕ: Ачасем ларар пулĕ хамăрăн уяв пăравусĕ çине. Катаччи ярăнма вĕçтерер!
«Пăравус» малалла тапранать:
Каять, каять пăравус
Тĕлĕнтермĕш пăравус,
Урапасăр, тăрпасăр. Стоп!
Икерч çиме каймалла!
Кайран катаччи ярăнмалла!
Кайрăмăр, ачасем!( ачасем пĕр-пĕрин хыççăн залран утса тухаççĕ, уява малалла урамра тăсма юрать)