Предварительный просмотр презентации
Тема: «Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхĕ» (8-9 класс ачисем валли)
I раунд Константин Иванов пурнăçĕ 10 20 30 40 50 Çеçпĕл Мишши пурнăçĕ 10 20 30 40 50 К.Иванов пултарулăхĕ 10 20 30 40 50 Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ 10 20 30 40 50 „Нарспи” поэма содержанийĕ” 10 20 30 40 50
10 Пăртта йăхĕнчен тухнă К.Иванов ăçта тата хăçан çуралнă?
20 К.Иванов 1903 çулта ăçта вĕренме кĕрет?
30 К.Иванова Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен миçемĕш çулта кăларса яраççĕ?
40 «Михĕри кушак» Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕ çумĕнчи хĕр ачасен шкулĕнче К.В.Иванов кам пулса ĕçлет?
50 Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче К.Ивановпа пĕрле паллă чăваш хĕрарăм çыравçисенчен кам вĕреннĕ?
10 Çеçпĕл Мишши ăçта тата хăçан çуралнă?
20 Çеçпĕл Мишшин чăн-чăн ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ.
30 Çеçпĕл Мишши шкул пĕтернĕ хыççăн ăçта, мĕнле ĕçре ĕçлет?
40
50 1920 çулта Çеçпĕл Мишшине мĕншĕн арестленĕ?
10 Телейлĕ самант!!!
20 „Нарспи” поэма пĕрремĕш хут мĕн ятлă кĕнекере тата миçĕмĕш çулта пичетленнĕ?
30 1910 çулхи çулла тăван ялĕнче К.В.Иванов чăваш сăмахлăхĕн мĕнле тĕслĕхĕсене пухнă?
40
50 Халăх сăмахлăхĕнчи сюжетсене тĕпе хурса К.Иванов мĕнле хайлавсем çырнă?
10 Шăхасанти учительсем хатĕрлекен икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ чухне алăпа çырса мĕн ятлă журнал кăларнă?
20 Телейсĕр самант!!!
30 Çеçпĕл Мишшин кун курнă пĕрремĕш сăвви мĕн ятлă?
40 Мĕншĕн Çеçпĕл Мишши художник пулас ĕмĕтне пурнăçлайман?
50 Çеçпĕл Мишши мĕн ятлă статья çырать?
10 «Михĕри кушак» Поэмăри ĕçсем хăш ялсенче пулса иртеççĕ?
20
30 Нарспи вăрмана тарса кайсан мĕнле тĕлĕк курать?
40 Хĕр туйĕнче камсем тата мĕнле музыка инструменчĕпе каласа ташлаççĕ?
50 К.В.Иванов „Нарспи” поэмăра чăваш мифологийĕнчи мĕнле ыр-хаяр сăнарĕсемпе усă курать?
Нарспи” поэмăри халăх сăмахлăхĕ 100 200 300 400 500 Нарспи” поэмăри илемлĕх мелĕсем 100 200 300 400 500 Çеçпĕл Мишшин сăвă виçисем 100 200 300 400 500 Çеçпĕл Мишши поэзийĕ 100 200 300 400 500 Константин Иванов хайлавĕсем 100 200 300 400 500 II раунд
100 Телейсĕр самант!!!
200 Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕпе усă курнă? Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă Пĕр кĕрет те пĕр тухать.
300 Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕпе усă курнă? Мĕншĕн шăппăн ларатăр, Мĕншĕн шăппăн ларатăр? Шăппăн-шăппăн лармашкăн Шăпчăк чĕппи мар эпир.
400 Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕпе усă курнă? Пĕтĕр, типĕр çакăнта, Типĕ хăрăк турат пек! Шăммăр-шаккăр çĕриччен Асапланăр йытă пек!
500 Çак йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕпе усă курнă? Е сак çинчи кушакĕ Питне çăва пуçласан Апат хатĕр хăнашăн...
100 Çак йĕркесенче поэт мĕнле илемлĕх мелĕпе усă курнă? Нар пек хитре хĕрĕсем Акăшсем пек утаççĕ.
200 Çак йĕркесенче поэт мĕнле илемлĕх мелĕпе усă курнă? Сивĕ, хаяр хĕл иртет, Каять йĕрсе, хурланса.
300 Çак йĕркесенче поэт мĕнле илемлĕх мелĕпе усă курнă? Хĕл куççулĕ шавласа Юхса кайрĕ çырмара.
400 Çак йĕркесенче поэт мĕнле илемлĕх мелĕпе усă курнă? Аçа çапать, шартлатать, Пĕтĕм тĕнче кисренет.
500 Çак йĕркесенче поэт мĕнле илемлĕх мелĕпе усă курнă? Хирти ака айĕнче Çерем лап-лап касăлать. Усал хуйхă-суйхăран Нарспи чунĕ касăлать.
100 Телейлĕ самант!!!
200 «Михĕри кушак» Çакăнти йĕркесене мĕнле виçепе çырнă? Катаран каç килсен, каçхи кунăн мĕлки Уйсене ыйхăпа хупласан...
300 Çакăнти йĕркесене мĕнле виçепе çырнă? Инçе çинçе уйра уяр Карталанса чăлтăртатать Енчен енне çупса чупать.
400 Çакăнти йĕркесене мĕнле виçепе çырнă? Вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсĕм, Хуп-хуран, сип-симĕссĕн.
500 Çакăнти йĕркесене мĕнле виçепе çырнă? Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ, Тапранĕ кăвар кайăкла.
100 Çак йĕркесене поэтăн хăш сăввисенчен илнĕ? Ман çунатлă вутлă чунăм, Çĕн çĕре чĕнен чĕре Кĕрешÿ вăйне анчах Кăмăллать çак тĕнчере.
200 Çак йĕркесене поэтăн хăш сăввисенчен илнĕ? Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, Çĕр-шывăн хастар ачисем. Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр, Ан юлăр кун-çул уттинчен.
300«Михĕри кушак» Çак йĕркесене поэтăн хăш сăввисенчен илнĕ? Çĕн Кун аки пуçĕн хĕп-хĕрлĕ тимĕрри Касса-касса уй урлă кас тăвать. Кас-кас айне чăвашăн иртнĕ ĕмĕрри Вилсе выртса пытарăнса пырать.
400 Çак йĕркесене поэтăн хăш сăввисенчен илнĕ? Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут кăварĕ, Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи. Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ – Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи!
500 Çак йĕркесене поэтăн хăш сăввисенчен илнĕ? Ĕлĕкхи ĕмĕрсен ĕмĕлки хушшинче Чăваш çĕрĕ мана курăнать. Ман çĕр-шыв хĕрлĕ юнлă хĕрес çумĕнче Çакăнса, çыхăнса тăраять.
100 Çак йĕркесене поэтăн хăш хайлавĕнчен илнĕ? Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм, Хирти сарă чечек пек. Икĕ куçĕ хуп-хура, Икĕ хура шăрçа пек.
200 Çак йĕркесене поэтăн хăш хайлавĕнчен илнĕ? Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм! Акăр çулĕпе сик, тыллăм, Çав кин патне çит, тыллăм, Çав кин пуçне çи, тыллăм!
300 Çак йĕркесене поэтăн хăш хайлавĕнчен илнĕ? Хăйĕн аслă хĕрĕнчен Ашшĕ ыйтать: „Мĕн мăнтăр?” -Пирĕн атте килĕнчи Кăвак лаша пит мăнтăр”.
400 Çак йĕркесене поэтăн хăш хайлавĕнчен илнĕ? Ячĕ унăн Чĕкеçчĕ, Хăй те чĕкеç пекехчĕ, Ытарма çук аванччĕ, Алли çăмăл ĕç тума, Тути çÿхе чуптума.
500 Çак йĕркесене поэтăн хăш хайлавĕнчен илнĕ? Шăнтать ĕнтĕ кунсерен, Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне. Вĕçен кайăк сассинчен Хуйхă кĕрет чĕрене.
«Хамăр вăйă» Культура диалогĕ ? Театр ÿнерĕ?
Культура диалогĕ Çеçпĕл Мишшин поэзийĕ урăх халăх хăш сăвăçисен пултарулăхĕпе пĕр кĕвĕллĕ пулнă?