Реферат «И.Я.Яковлев и переводческая деятельность»

0
0
Материал опубликован 29 October 2020


Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви

Вăрмар районĕнчи вĕренÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕ Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул










РЕФЕРАТ

Иван Яковлевич Яковлев – куçаруçă











Ĕçе пурнăçлаканĕ:

10-мĕш класра вĕренекен

Васильева Екатерина.

Ертсе пыраканĕ:

чăваш чĕлхипе литература

вĕрентекенĕ Васильева О.Н.




Энĕшпуç-2018





Ěçěн актуаллǎхě: 2018 çул – Иван Яковлевич Яковлев çулě

Тěллевě: Иван Яковлевич Яковлев Библие чăвашла куçараканĕ пулнине ĕнентересси.

Задачисем:

1. И.Я.Яковлев пурнǎçěпе тата ěçě-хěлěпе тарǎнрах паллашасси;

2. Тěпчев-шырав ěçне хǎнǎхса пырасси, хам шухǎша çырса пама вěренесси;

3. Тавра курǎма анлǎлатасси, ǎс-тǎна, чун-чěрене пуянлатасси;

4. Тǎван халǎха хисеплеме, унǎн ырǎ енěсене хаклама, тǎван çěр-шыва юратма, туслǎхпа юратǎва хаклама вěренесси.

Мелěсемпе меслечěсем: шырав, тěпчев, пěтěмлетÿ туни, интернетра материал шырани.

Çěнěлěх: Иван Яковлевич Яковлев чăвашла Библие куçараканĕ.


Умсăмах:

Иван Яковлевич Яковлев – пирĕн, чăвашсен, çутлăх Аслашшĕ, чăннипех те нихăçан манăçми çын. Вăл – чăваш алфавитне никĕсленĕ педагог, ăсчах. Патша хурахĕсем тискеррĕн алхаснă вăхăтра вăл тăван халăхне çутта кăларма пикенет, çак ĕçе хăюллăн, хастаррăн, чунне парса пурнăçлать.  

Яковлев Иван Яковлевич чăваш халăхĕн XІX ĕмĕр вĕçĕнчи - XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи çутлăхçи, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ, Библие чăвашла куçараканĕ

И.Я.Яковлев вăхăтĕнчи куçарусем ĕненекенсен чунне кĕрсе юлнă, çав куçарусене ĕненекенсем хăнăхса çитнĕ çеç те мар, вĕсене пăхмасăр калама е юрлама пултараççĕ. Чиркÿри клироссем çинчен ирхине те, каçхине те юрăсене чăвашла сакăр-тăхăр тĕрлĕ кĕвĕпе юрлаççĕ. Вăл текстсен куçарăвĕсем хушшинче çĕннисем çукпа пĕрех, пĕтĕмпех -ĕлĕкхи куçарусем.

Тĕп пайĕ:

Иван Яковлевич Яковлевăн куçару ĕçĕ-хĕлĕ чăн малтанах тĕн литературипе çыхăннă. Анчах та ку таранччен вăл Библие чăвашла куçарни пирки сахал каланă. Халĕ ĕнтĕ, çĕр-шыв пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртекен тапхăрта, ку ыйтупа уççăн калаçу пуçлама вăхăт.

Чи малтанах И.Я.Яковлев Турă законĕнчи заповеде (ÿкĕте) чăвашла куçарнă, ăна 1871 çулта тухнă «Чăваш ачисене çырăва вĕренмелли кĕнекере» пичетлесе кăларнă. Çакăн хыççăн вăл тĕн кĕнекисене куçарас енĕпе пĕр канми хĕмленсе ĕçленĕ. Иисус Христос Турă хунă Çĕнĕ Сăмах(Новый завет) кĕнекисене, уйрăммăн – уйрăммăн чăвашла куçарса, Хусанта Гурий святитель тăванлăхĕ çумĕнче ĕçленĕ куçару комиссариачĕ урлă пичетлесе пынă. 1873 çулта Матфей çырнă Евангелие, 1874 çулта Маркпа Лука çырнă Евангелисене çаптарса кăларнă.

И.Я.Яковлев куçарнă Евангелисене Британипе ют çĕр-шывсен Библи обществин (Британское и Иностранное Библейское Общество – БИБО) Раççейри агенствинче ĕçлекенсем çийĕнчех асăрханă. Вĕсем чăвашла куçарусене Наукăсен Санк-Петербург академийĕн членĕсенчен пĕрне, тĕрĕк чĕлхисене тĕпчекен А.Шифнер академика, пăхса тухма панă. Чăвашла Евангелисене грекла çырнă текстпа танлаштарса тĕрĕсленĕ хыççăн А.Шифнер БИБОна «чăвашла куçарнă Евангелисем питех те ăнăçлă пулса тухни пирки ырласа отчет» çырнă.

Çакăн хыççăн часах, 1874 çулхи çĕртме уйăхĕнче, БИБОн Раççейри агенствин секретарĕ Вильям Никольсон Атăл тăрăх пăрахутпа çÿренĕ чухне Хусанта И.Я.Яковлевпа хăйĕнпе тĕл пулнă. «Эпĕ çав тери кăмăллă та йĕркеллĕ çамрăк çынпа, Яковлевпа паллашрăм. Вăл Сăваллă Çырусене тата ытти тĕн кĕнекисене тăван чĕлхине – чăвашла – куçарас енĕпе чăн-чăн христианпа филантроп пек хытă тăрăшса ĕçлет…» - çырса хăварнă В. Никольсон хăйĕн кун кĕнекинче. Хусан университетĕнчен вĕренсе тухсан, 1875 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче, И.Я.Яковлева Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторне лартнă.

Шаннă тивĕçе тÿрре кăларма тăрăшса, И.Я.Яковлев кунне-çĕрне пĕлмесĕр куçару ĕçĕпе ларать. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ĕçлекенсемпе вĕренекенсене те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çак ĕçе хутшăнтарма пикенет.

Куçарнă кĕнекесене Чĕмпĕрти типографире тата Хусан университечĕн типографийĕнче çаптарнă. Укçи-тенкине православин миссионер обществи уйăрса тăнă. Çапла майпа И.Я.Яковлев «Кивĕ Сăмахăн тата Пирĕн Туррăмăр Иисус Христос хунă Çĕнĕ Сăмахăн Сăваллă историне» (Чĕмпĕр, 1876), «Çÿлти Туррăмăрпа Турă Амăшийĕн тĕп чиркÿ уявĕсене» (иккĕмĕш кăларăм, Хусан, 1877) тата ытти кĕнекесене чăвашла çаптарнă. Çакăнпа пĕр вăхăтрах Ырă Хыпарсен («Евангелие») тăваттăмĕш кĕнекине – Иоанн çырнă таса Евангелине)– куçарас енĕпе малалла ĕçленĕ, ăна 1879 çулта Хусанта пичетлеттер нĕ. (Ытти виçĕ евангелист çырнисене малтанах куçарнă терĕмĕр). Ку вăхăт тĕлне И.Я.Яковлев православин миссионер обществин членĕ пулнă.

Тĕн вĕрентĕвĕпе çыхăннă кĕнекесене чăвашла куçарас ĕç пĕртте чарăнса тăман. Иван Яковлевича ку ĕçре Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн учителĕсем А.П.Петров, Т.Ф.Филимонов, П.В.Васильев нумай пулăшнă. Сăмах майăн каласа хăвармалла пулĕ. 1900 çул хыççăн Филимонов пирĕн районти Мăнçырма ялне, Петр Васильев вара пирĕн ялти чиркĕве священник пулса килсе вырнаçаççĕ. Пурте пĕрле тăрăшса 1882 çулта –«Аслă праçниксем», 1883 çулта – «Кĕлĕсем», 1885 çулта «Мăн кун кĕллисем» ятлă кĕнекесем çапăнса тухнă. 1889 çулта вара Чĕмпĕртех Матфей, Марк, Лука, Иоанн çырнă Евангелисене пĕр кĕнеке туса кăларнă.

Ку çеç те мар, çав хушăрах Иван Яковлевич Кивĕ Сăмаха та (Ветхий завет) куçарма пуçланă. Калăпăшĕпе ĕмĕрсенĕн ĕмĕрхи кĕнеки Çĕнĕ Сăмахран виçĕ хут пысăкрах, унта пурĕ 39 кĕнеке.

1922 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче Лондона янă çырура 74 çулхи И.Я.Яковлев çапла çырнă: «Иртнĕ 25 çул хушшинче эпĕ Кивĕ Сăмаха куçарас енĕпе тăрăшрăм. 1914 çулта Моисейăн 5 кĕнекине кăларма хăтлантăм, шел те, çак ĕç 1917-1922-мĕш çулсенчи синкерлĕ вăхăта пула 19-мĕш листа тĕлĕнче чарăнса ларчĕ, 20-мĕш листине наборланă хыççăн «салатса пăрахрĕç. «Хисеп кĕнекин» виçĕ тата «Второзакони» ал çырăвĕнче упранаççĕ, вĕсем пичете хатĕр. Виçĕ экземпляртан пĕрне – çаптарнă 19 листана – эпĕ ятарласа упрама Сире ярса парас терĕм. Тата çакна хушса калас тетĕп: хальхи вăхăтра тĕрлĕ çĕрте упранакан кăларăмсене эпĕ хаваспах БИБОна ярса панă пулăттăм».

Çапла вара Кивĕ Сăмаха йăлтах чăвашла кăларас тесен тепĕр 640 страница куçармалла пулнă. Анчах Иван Яковлевич тем пекех ĕмĕтленнĕ пулин те Турă кĕнекисене вĕçне çитичченех куçарса пĕтереймен. Çакна тума вăл чăваш халăхĕн пултаруллă ывăл-хĕрĕсене пиллесе хăварнă. Ку тĕлĕшпе халĕ пирĕн чи ăста та пултаруллă çыравçăсем, чĕлхеçĕсем ĕçлеççĕ. Çине тăрсан çывăх вăхăтра чăвашла пĕтĕмпех куçарнă Библие алла тытса вулама май килĕ.

Çакна татăклăн каласа хăвармалла: 1993 çул вĕçленнĕ тĕле Библие йăлтах е унăн уйрăм кĕнекисене тĕнчери 2062 чĕлхене куçарса пичетлесе кăларнă. И.Я.Яковлев ĕçленĕ чухне Библие 299 чĕлхепе пичетлесе кăларнă пулнă. Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр, ĕмĕрĕ тăршшĕпех чăваш халăхне çутта кăларассишĕн, «çын шутне» кĕртессишĕн тăрăшнă. И.Я.Яковлев чăвашла куçарнă Евангели, Кивĕ Сăмахăн уйрăм кĕнекисем, Библин куçарăвĕсем 300-е çитнине кăтартса параççĕ. Çапла вара чăваш чĕлхи тĕнчери пуян чĕлхесен шутне кĕнĕ.

И.Я.Яковлевпа унăн вĕренекенĕсем чăн кăмăлтан, ниме хапсăнмасăр, мĕн пур халĕпе тăрăшнине пула малашлăхсăр тата чухăн тесе тиркенĕ чăваш чĕлхи хăйĕн халăхне цивилизаци тĕнчине илсе тухнă.

Пĕтĕмлетÿ:

Иван Яковлевич Яковлев ĕç халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе çакнашкал нумай енлĕн тăрăшнин тĕслĕхĕ тĕнче культурин кун-çулĕнче те сахал. И.Я.Яковлев чăваш халăхĕн аталанăвне чĕртекенĕ, унăн культурине çĕклекенĕ.

Тăван халăхăн калама çук чаплă ĕçĕсем пĕр ятпа –Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе çыхăннă. И. Я. Яковлев чăваш халăхĕн наци геройĕ пулса тăчĕ», - тет Геннадий Никандрович Волков, чăвашсен пĕрремĕш акдамикĕ, этнапедагогикăна никĕслекенĕ.

Эпир хамăр суйласа илнĕ тĕпчев ĕçĕн темипе хавхалансах ĕçлерĕмĕр. Ума лартнă тĕллеве пурнăçларăмăр тесе шутлатпăр. Шкул программисенче «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе чылай классенче паллаштараççĕ. Унăн куçару енĕпе тунă ĕçĕсене асăннă чух Библи куçарни пирки те каласа хăварни вырăнлă пулĕ.


Усă курнă литература:

1. И.Я.Тенюшев. Свет яркой звезды: - Чебоксары, Фонд И.Я.Яковлев,ЧИЭМ СП6ГПУ.2007г. -с.214.

2. А.В.Сусметов. Первый ученик патриарха. -Чебоксары, ЧИЭМ СП6ГПУ. 2007г.-с.214.

3. Н.Г.Краснов. «Иван Яковлевич Яковлев». Ч.,1976.

4.Иван Яковлев. «Çитĕннĕ вăхăтăм». «Тантăш» кĕнеки. 10 №, 1996, çĕртме,1976.
5.Новый Завет Господа нашего Иисуса Христа на чувашском языке. Симбирск, 1911. С.1-2.
6.КрасновНГ.Указ.соч.С.369.
7.ЯковлевИ.ЯВоспоминания.Чебоксары,1983.С.115.
8. Краснов Н Г. Указ. соч. С. 376-377.

9. Виталий Енĕш. Тĕн кĕнекисем епле çуралаççĕ. // «Тăван Атăл» журнал 4№ ака, 2007,117с.

в формате Microsoft Word (.doc / .docx)
Комментарии
Комментариев пока нет.