Эссе «Вспоминая про войну»

0
4
Материал опубликован 15 May 2020

Вăрҫă ҫинчен аса илсен…

Пирӗн Ҫӗршывăмăр Аслă Аттелӗх вăрҫинче ҫӗнтернӗренпе Майăн 9-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитет. Ҫапăҫу хирне тухса кайман, вăрҫа хутшăнман ҫемье юлман та пулӗ Совет Союзӗнче. Юнлă вăрҫă мӗн чул ҫынăн пурнăҫне татман-ши, мӗн чул ачана тăлăха хăварман-ши? Кун ҫинчен эпир, паянхи ăру, ветерансем е аслă ҫулхисем, тăвансем каласа панисенчен, кинофильмсем курнисенчен, кӗнекесем вуланисенчен ҫеҫ пӗлетпӗр пулин те, вăрҫă инкекӗ мӗнлерех хăрушă иккенне питӗ лайăх ăнланса, туйса тăратпăр, ҫакăн пек асапа никамăн та тӱсмелле ан пултăрччӗ тетпӗр.

Пирӗн ентешсенчен те нумайăшӗ вăрҫа хутшăннă, чылайăшӗ каялла тăван киле таврăнайман. Манăн кукаҫи те – Никифор Николаевич Мучков - вӗсенчен пӗри пулса тăрать. Вăл Вăрнар районенчи Хирти Тукай ялӗнче ҫуралса ӱснӗ. Малтан, 1939 ҫулта унăн Ҫара кайма ячӗ тухнă. Ку чухне кукаҫин хамăр салтаксемпе пӗрле шурă финнсене хирӗҫ ҫапăҫма тӱр килнӗ. Ҫак событисем хыҫҫăн тăван тăрăха таврăнсан кукаҫие шăпа мирлӗ пурнăҫпа нумаях пурăнтарман, 1941 ҫулта Гитлер ҫарӗсем вăр-хурахла пирӗн ҫӗрсем ҫине тапăнса килсен унăн тӱрех фронта каймалла пулса тухнă. Иккӗмӗш тӗнче вăрҫи Европăра 1939 ҫултанпах пынине пурте пӗлнӗ, ҫапах та Совет Союзӗн ҫарӗсем ҫак хăрушлăха хирӗҫ тăма хатӗр пулман. Ҫавăнпах ӗнтӗ, вăрҫа кӗрекен кашни салтак пуҫ ҫийӗнчен тăшманăн самолёчӗсем вӗҫнине, уйсем тăрăх танксем кӗрлесе пынине курсан, хӗҫ-пăшалланнă нимӗҫ фашисчӗсен эшкерӗсемпе ҫара аллăн тенӗ пек тытăҫмалла килсе тухсан, паллах, нимӗнле ҫӗнтерӱ ҫинчен те шухăшламан. «Паян мар-тăк ыран пӗтетпӗрех», - теме пултарнă ҫеҫ. Ман кукаҫи те, тискер тăшманпа чи пӗрремӗш кунсенченех ҫапăҫаканскер, ҫаплах шутланă-тăр. Вăл хăйӗн савнă мăшăрӗ, манăн кукамай, патне пӗртен пӗр ҫыру яма кăна ӗлкӗрнӗ. Ҫырăвӗнче:«Финсен ункинчен хăтăлтăмăр, пӗтмерӗмӗр. Хальхинче вута кӗретпӗр, вута. Кунта чӗрӗ юласси пулмастех, ҫакăнтах ҫунса каятпăр пуль», - тенӗ тетчӗ кукамай. Шел пулин те, ҫырура ҫырнисем чăна килнӗ. Днепр тăрăхӗнчи хаяр ҫапăҫусенчен пӗринче кукаҫи паттăррăн ҫапăҫса пуҫне хунă. Ӑна асаиле- асаиле кукамай куҫҫулӗсене шăлатчӗ, шăпа ҫапларах килсе тухнишӗн чӗререн хурланатчӗ. Манăн анне, вӗсен пӗртен пӗр ачи, кукаҫи вăрҫа кайиччен ҫуралса та ӗлкӗреймен, хăйӗн ӗмӗрӗнче никама та:«Атте», - тесе чӗнсе курайман, ҫак хурлăхлă пушăлăх унăн вăрăмах мар ӗмӗрӗ тăршшӗпех хăйпе пӗрле, чун-чӗринче ҫӱренӗ. Ӑна та нихăҫан та, никам та ҫӱлелле ҫӗклесе: «Хӗрӗм», - тесе юратса каламан, ҫирӗп те вăйлă аллипе пуҫран ачашласа лăпкаман.

Аннем каласа панисене аса илсен чун тăвăнса пăчăртанать, чӗрем ҫурăласла ыратать, куҫҫулӗ чарăнмасăр юхать. Хăй тăватă ҫула та ҫитеймен тетчӗ (вăл 1941 ҫулхи октябрьте ҫуралнă), аслисемпе пӗрле тырă вырнă ҫӗрте, ана ҫинче пулнă. Ялалла аякран килекен ҫынсем утнисем курăннă, кусем вăрҫăран таврăнакан салтаксем пулнă иккен. Мăшăрне, ашшӗне, пиччӗшне, шăллӗне е тăванӗсене куракансем ӗҫ пăрахса пӗрин хыҫҫăн тепри ҫакскерсене хирӗҫ чупнă. Аннен те чупса кайса камăн та пулин ытамне лексе: «Атте!» - тесе свăнса кăшкăрас килнӗ. Вăл кукамай ҫине шанса пăхнă, лешӗ вырăнтан та хускалман, саппун аркипе куҫӗсене шăлса ҫеҫ тăнă. Манăн анне вара нимӗн тума пӗлмесӗр, пӗр самант хытса тăнă. Унтан, нимӗн шарламасăр, ялалла чуптарнă, вăл хăйӗн ашшӗ ăнсăртран урăх ҫулпа килме пултарнă е юриех нимӗн систермесӗр иртсе кайнă тесе шутланă. Килне ҫитсен анне тӱрех пӱртелле чупса кӗрсе ашшӗне шырама пикентӗм тесе калатчӗ. Пӱртре тупайманнипе чăлана вирхӗнтӗм те ҫăнăх каткисем хыҫӗсене пăха-пăха тухрăм тенӗччӗ. Ашшӗне ниҫта та тупайманнипе: «Атте, тух-ха, тух! Ма манран пытанатăн?!» - тесе кăшкăрса йӗме тытăнтăм, килкартинелле тухса карта-хуралтăсене йăлт кӗрсе ҫаврăнтăм, пăхман вырăн хăвармарăм теетчӗ вăл. Куҫ умне ҫак ӱкерчӗк тухса тăрсанах пӗчӗк тăлăх хӗрачана, тӗпренчӗке, ҫав тери шел пулса каять, ăна ытама илсе лăплантарас килет. Никама та ҫакăн пек шăпа ан кӗттӗрччӗ. Аслă Ҫӗрӗмӗр ҫинчи кашни ачанах ашшӗ те, амăшӗ те пултăрччӗ, мирлӗ пурнăҫăн тӱпинчи сар хӗвел пурин ҫине те яланах кулса тата ăшшăн ҫутаттăрччӗ.


Г.Н.Медакина

в формате Microsoft Word (.doc / .docx)
Комментарии

Не совсем понятно чья это работа ребёнка или преподавателя? Если преподавателя, то не сходятся исходные данные (ФИО разные у автора и той подписи что стоит под текстом). Если ребёнок, то значит и публиковать нужно было как детское творчество.

16 May 2020

Очень трогательные воспоминания, в них столько горечи и боли людской прошедших войну.

16 May 2020

Ирина Евгеньевна, спасибо вам большое за ваше внимание к моей работе.

17 May 2020

Можно сказать это моя работа )

17 May 2020