Консультация для родителей «Уделяйте внимание своим детям»

2
0
Материал опубликован 10 February 2019

Консультация для родителей «Уделяйте внимание своим детям»

Ачасене ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ яланах кирлĕ

Паллă психолог, тĕпчевçĕ, нумай кĕнеке авторĕ Р.Кэмпбелл каланă тăрăх, ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинче 4 тĕп хутшăну пулмалла: куçран-куçа пăхасси, ачана сăлтавсăрах, ахальтенех лăпкаса илесси, калаçакан ачана тимлĕ итлесси тата воспитании ĕçче çирĕп йĕркене (дисциплинăна) пăхăнасси. Вĕсенчен кашниех пысăк пĕлтерĕшлĕ, анчах та чылай ашшĕ-амăшĕ çаксенчен пĕрине е иккĕшне кăна шута илет, тĕслĕхрен, ачана çирĕп тытни çителĕклĕ тесе шутлать. Çук çав, ачана пурте кирлĕ, атту унăн чунĕнче пушăлăх юлать, вара çавна ача кирлĕ маррипе, киревсĕрлĕхпе тултарма пултарать.

Нумай чухне аслисем ачан кăмăлне шута илмеҫҫĕ. Ача пĕр-пĕр ĕҫе вĕсене килĕшнĕ пек тумарĕ пулсан е мĕнпе те пулин айăпа кĕчĕ-и – нумайăшĕ тӱрех ятлаҫма пикенет, кăшкăрма та ӱркенмест тепри, хăшĕсен алă ҫĕклесси те пулать. Ҫакă пĕрре те тĕрĕс мар, кăна пурте ăнланатпăр, чухлатпăр та, ҫапах та ачана хамăр мĕнле хăнăхнă, ҫавăн пек «тĕрĕс воспитани пама» пикенетпĕр. Пире хамăра та ҫапла «ăс панă» тетпĕр. Ачаран мĕншĕн йăнăшнине, мĕн пирки айăпа кĕнине ыйтса пĕлсен лайăхрах пулмалла. Капла ача та сире ытларах шанать, хăйне йывăрлăхра кирек хăҫан та пулăшакан пуррине ăнланать, вăрттăнлăхĕсене те сирĕнпех сӱтсе явма тăрăшать, пурнăҫ ҫулĕн сукмакĕ ҫинче те ҫирĕпрех тăрать. Ҫакă пурншĕн те паллă пулăм, анчах та ачапа калаҫса ларма вăхăт, чăтăмлăхпа тӱсĕмлĕх кирлĕ-ҫке. «Шкулта вĕрентекенсем пур – калаҫчăр», - тетпĕр пулмалла. Кирлĕ те тĕрĕс воспитани парассине те педагогсем ҫинех тиетрĕр. Питĕ шел, хамăрпа ачамăрсем хушшине пысăклататпăр ҫапла майпа, аслăлататпăр, ҫыхăнусене тататпăр.

Каларăмăр ĕнтĕ, ача-пăчапа ашшĕ-амăш хушшинче кашни кун кĕске те пулин калаҫу пулмаллах, ачана кунĕпе ҫичĕ-сакăр хутчен лăпкаса илни те питĕ кирлĕ. Анчах та нумай ашшĕ-амăшĕ кун пеккине пустуй тесе шутлать. Кашни ҫын хăйне евĕр шутлама ирĕклĕ-ха, ҫапах та ҫĕр-ҫĕр ҫул хушши пухăнса пынă паха опыта ăслă ҫынсем тĕрĕс мартан усă курмаççĕ пулинех, çавăнпах ĕнтĕ ыттисене те унпа усă курма сĕнеççĕ. Кашни пĕчĕк ачах аслисен хӱттине шырать, тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, çуралсан пĕр-ик эрнеренех ача çынна куçран пăхма тăрăшать. Амăшĕн куçĕсемпе тĕл пулни ачана сывлăш пекех кирлĕ иккен. Çакă унри туйăмсене тапранма, хăйне вара эмоцисем тĕлĕшĕнчен кирлĕ пек аталанма пулăшать. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, çакăн пек, куçран-куçа пăхас хутшăнăва ача çурчĕсенче ӱсекен ачасем нумай чухне туйса илеймеççĕ, шел пулин те вĕсем ку тĕлĕшрен çемьесенче ӱснĕ ачасенчен уйрăмрах тăраççĕ.

Ача-пăчана юратасси иртĕхтерсе ӱстересси тени мар-ха, анчах та темшĕн тепĕр чухне çапла та пулса тухать. Хамăра хисеплекен, ватлăх çулсем çитсен пулăшакан, пĕчченлĕхре хăварман, яланах пĕрле пулма тăрăшакан ачасем ӱстерсе çитĕнтерес тетпĕр пулсан чи малтанах вĕсене ĕçе хăнăхтарса ӱстермелле. Ĕçе вĕренесси куллен-кун пулса пырать, майĕпен ача амăшне, ашшĕне пулăшакан пулать. Кашни пепке кун çути курсанах тавралăхра мĕн пуррипе интересленет, пĕтĕмпех тытса, çыртса, кăшласа пăхать. Утма пуçласанах ăçта мĕн пуррипе тĕрĕслет: тустарать, çавăрттарать, çĕтет, çурать, аркатать, сапалать, кирлĕ мар çĕре кĕрсе каять. Унтан вара «тĕрлĕ ĕçсем тума пикенет». «Епле-ха мансăрăн, манăн пĕтĕмпех тытса курмалла, тĕкĕнсе пăхмалла, сирĕн хăвăрăн кăна нимĕн те тума юрамасть», -тет пулас. Шăп та лăп ача сире пулăшма хатĕр чухне ăна: «Кай-ха кунтан, кансĕрлесе ан çӱре», - темелле мар, унăн сапаланса выртакан теттисене, япалисене майĕпен пĕрле пухмалла, урай шăлма е çума хатĕр пулсан каллех «тăрмашма» чармалла мар. Кирек мĕнле ĕç патне пырсан та хăвăра «пулăшма» чăрмантарас çук. Ачапа майĕпен калаçса пĕрле «ĕçлемелле», аслисенчен тӱсĕмлĕхпе чăтăмлăх тени те сахал мар кирлĕ, çапах та, кайран, çакăн пек тăрăшнин усси пысăк пулатех. Паллах, пĕчĕк ача васкасах ăна-кăна тăвать пулсан вараланса, йĕпенсе, хуралса пĕтет, (кайран ачине шыва кĕртсе тумне улăштарса тăхăнтарма пулать-çке). Астăватăп, кукамайпа пĕрле кĕпе-йĕм çунă чух типĕ вырăн юлмастчĕ, пĕрех вăл нихăçан та ятлаçман пире, япалана мĕнле çусан тасарах пулнине кăтартса вĕрентетнĕ, кайран хамăра та шыва кĕртсе таса типĕ тумтир тăхăнтаратнă.

Çутçанталăка, чĕрчунсене упрама та, аслисене хисеплеме те кукамаях вĕрентнĕ пире. Атте-анне воспитани парас ĕçе хутшăнман тесе каламастăп, вĕсем ирпе-ирех ĕçе кайнă та, каç пулмасăр килмен, кану кунĕсенче тата отпуск вăхăтĕнче яланах пирĕнпе пулнă. Ача-пăча килтине курса вĕренсе пырать, ахальтен мар психологсем: «Воспитывает не слово, а пример»,- тееççĕ. Сăнаса пăхăр-ха тата суймасăр хуравласа хăвăра тĕрĕслĕр, ачăрсем умĕнче, йăнăшсан е çывăх çыннăра кӱрентерсен эсир каçару ыйтма пултараятăр-и е çук? Палланă çынна курсан, уйрăмах аслисене, яланах сывлăх сунатăр-и? Вак-тĕвек ĕçе ачăрсемпе пĕрле туса курнă-и, тĕслĕхрен, сĕтел çинчи хут-кăранташа кирлĕ пек вырнаçтарса майланă-и, ачун чăлха -нускине те пулин пĕрле çунă-и? Хăнана кайсан ачăрсем ашкăнма пуçласан: сĕтел хушшине аслисемпе пĕрле ларсан, вырăн-кровать тăрăх сиккелеме е чупма тытăнсан, апатланакансем патне пыра-пыра суйла-суйла ăна-кăна илсе тутаннăшăн, килĕшнĕ япаласене кил хуçисенчен ирĕк ыйтмасăр тыткаланăшăн е çĕмĕрме те пултарнăшăн, мĕнле те пулин теттене кĕсьене чикме хатĕрленнĕшĕн е ытти нумай-нумай киревсĕр ĕçшĕн: «Юрамасть! Ачам, ашкăнма чарăн!» - тесе курнă-и? Килти йытта-кушака кирлĕ-кирлĕ маршăн ятлаçмастăр-и? Килтисем хушшинче усал сăмах каласа сӱпĕлтетместĕр-и? Мăшăрăрпа тытăçса вăрçмастăр-и? Тĕрĕс хурав пани хăвăршăн, вĕсем тăрăх ачăрсем мĕнле çын пулса ӱссе-çитĕнесси паллă.

Педагогсем ачана, шкула килсенех, пурне те сывлăх сунма вĕрентеççĕ, каçару ыйтма пĕлмеллине те калаççĕ, чĕрчунсене юратма, тĕрлĕ ĕçе хăнăхма вĕрентеççĕ. Усал сăмахпа калаçни, вăрçса- çапăçса çӱрени, ашкăнни лайăх маррине, йĕркесĕрлĕхе, хитремарлăха кăтартнине ăнлантараççĕ. Çапах та ашшĕ-амăш мĕн хăтланнине курса ӱсекен ача учитель сăмахне сайра-хутра та пулин хăлхана кĕртсен лайăх, килти çынсен тĕслĕхĕ куç умĕнче пулни кашниншĕн тĕп вырăнта тăрать-çке. Çавăнпа та, ачăрсем мĕнле те пулин киревсĕр ĕç тусан ыттисене, уйрăмах педагогсене айăплама ан тăрăшăр, хăвăр-хăвăра мĕнле тыткаланине асăрхăр, ачăрсене мĕнле те пулин ырă ĕç тума хăнăхтарни и хăнăхтарманни пирки шутлăр. Нумай чухне ашшĕ-амăш тӱрех прокуратурăна каясси пирки сăмах тапратать, ачисене хӱтĕлетĕп тесе каласшăнах ĕнтĕ. Ача-пăча çав тери ăслă-çке, çавăнпа та тӱрех, кирек мĕн хăтлансан, суйса каласан та, ăшшĕ-амăшĕ ăна тӱрех хӱтĕлеме хатĕррине ăнланать. Малашне çакăнпа усă курма пикенет, майĕпен-майĕпен аслисене «итлеттерме» тытăнать: ăна класра никам та юратмасть, пурте кӱрентереççĕ тесе суйма пултарать, педагогсем айăпсăрах айăплаççĕ, ятлаççаççĕ теме те вăтанса тăмасть, кайран хăйне «чунтан хӱтĕлекен ашшĕ-амăшĕнченех» суя-суя укçа ыйтма пуçлать, унтан хăратма та вĕренет, хăшĕ-пĕри вара алă çĕклеме те тытăнать, кайран ĕçлемесĕрех аслисен ĕнси çинче ларма хăнăхать. Пурте пурнăçра çакăн пек тĕслĕхсене сахал мар курнă. Çакă пĕтĕмпех, ача çуралнăранпах мĕн курса-вĕренсе ӱснинчен килнине питĕ лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпа та, ачăрсене ырă сунатăр, юрататăр, вĕсен малашлăхĕ çинчен шутлатăр пулсан ырăлăхпа пурăнма вĕрентĕр. Вĕсем сывлăх сунма та пĕлччĕр, яланах хăйсем хыççăн пуçтарма пултарччăр, канфет хутне те, пылак шыв кĕленчине те урамра- и, паркра-и е урăх вырăнта пăрахса ан çӱреччĕр, пĕчĕклех ĕçкĕ-çикĕсене ан хутшăнччăр, çынтан кулса-тăрăхласа ан пурăнччăр, никама та суйса-улталамасăр, хăйсем ĕçлесе хăйсем укçа-тенкĕллĕ пулччăр. Çакă ырăпа таврăнатех, çакăн пек ӱснĕ ачасем кирек хăçан та сире пулăшма хатĕр пулĕç, ватлăхра пĕччен хăвармĕç. Вара çак çут тĕнчере ахальтен пурăнмарăмăр, лайăх çынсем ӱстерме пултартăмăр тесе савăнса курайăр.

Çавăнпах Р.Кэмпбелл çырнă «Ачана чăн-чăнах мĕнле юратмалла?» кĕнекепе паллашма та сĕнесшĕн, унран сиенĕ пулмасси пуриншĕн те паллă.

Авторĕ Галина Меркулова

( Галина Медакина).

в формате Microsoft Word (.doc / .docx)
Комментарии
Комментариев пока нет.