Пути внедрения современных лингводидактических идей в методику преподавания родного языка и литературы
Хальхи лингводидактика идейисене
чăваш чĕлхипе литература методикине кĕртес çул-йĕрсем
XXI ĕмĕр пирĕн пурнăçа чылай çĕнĕлĕх илсе кĕнĕ. Улшăнусем шкул пурнăçне те пырса тивеççĕ. Паян шкулта ачана пĕлÿ пани çеç çителĕксĕр. Ăна хăй тĕллĕн пĕлÿ пухма вĕрентсе пымалла, шухăшлавне йĕркелесе аталантармалла, унпа пурнăçра тĕрĕс усă курма хăнăхтармалла. Чи малтан ачана вĕренме вĕрентмелле, унтан тарăн та çирĕп пĕлÿ пама тăрăшмалла. Çакна тума хальхи вăхăтра тĕрлĕ мелсемпе меслетсем çителĕклех. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре традициллĕ мелсемпе çеç ĕçлени çителĕксĕр, паянхи кун кăларса тăракан çĕнĕлĕхсемпе туллин усă курмалла.
Лингводидактика теорипе вырăс чĕлхи урокĕсенче кăна мар, чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче те усă курни вĕрентĕве аталантарма май парать. Хальхи пурнăç вĕренекенсем умне çĕнĕ тĕллевсем лартать: чĕлхепе ирĕклĕн усă курма, тĕрлĕ çынсемпе тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене çирĕп, иккĕленÿсĕр тытса калаçма пĕлмелле. Паллă лингвист тата психолог А.А.Леонтьев шухăшĕпе, çыннăн ыттисемпе туллин хутшăнма çаксене тума пĕлмелле: калаçăва хăвăрт та тĕрĕс ăнланса илме, хăйĕн пуплевне йĕркелеме, калас шухăша тĕрĕс суйласа илме, шухăша палăртма адекватлă мелсем тупма. Çавăнпа та шухăша çырура та, ăсра та çыхăнуллă йĕркелесси, çырнине тишкересси тата лайăхлатасси, тишкерекен ыйтупа хăйсен шухăшне культурăллă палăртасси, тавлашура килĕшÿллĕ тата ĕнентерÿллĕ пуласси – ачасен калаçу-шухăшлав ĕçне (речемыслительная деятельность) аталантарассин чи кирлĕ туртăмĕсем.